Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тани Юн юнӗ чӗрӗ

Чӑвашсен пӗрремӗш актриси, ҫӗршывӗпех палӑрнӑ пултаруллӑ Тани Юн "Мосфильм" ӳкернӗ кинофильмсенче те вылянӑскер, хӑйӗн юн тӑхӑмӗсенче паянхи кун та пурӑнать. Искусство еткерлӗхне ывӑл-хӗрӗсене, вӗсен мӑнукӗсене парса хӑварнӑ вӑл.


Ҫапла, пурӑнать Тани Юн юнӗ. Иоаким Максимов-Кошкинскипе иккӗшӗ ҫемье ҫавӑрса Изида хӗр ҫуратнӑ. Пӗртен-пӗрскер, чун тӗпренчӗкӗ — вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн чӗрине амантса хӑварса ҫамрӑклах автокатастрофӑра вилет. Ытла та йывӑр суран хӑварнӑ вӑл вӗсен чӗринче. Чипер хӗр пулса ҫитӗннӗскер, Петр Градов поэта качча тухать, ывӑлпа хӗр ҫуратать: Андрейпе Таня. Юратса ҫуратнӑ ачасем яланах илемлӗ пулаҫҫӗ. Вун ултӑ ҫул пӗччен пурӑнать Петр Градов Изидӑна ҫухатнӑ хыҫҫӑн. Вӑл ӑна ӑсран каймалла юратнӑ, ун ячӗпе сахал мар сӑвӑ хайланӑ. Чунӗ ҫунса кӗлленсен тин ватӑларахпа хӑйне валли тепӗр мӑшӑр тупма пултарнӑ — вырӑс хӗрне Ольпӑна качча илнӗ. Ҫапах та мӗн пур шухӑшӗ, аса илӗвӗ, ачисемпе пӗрле пӗр йӑвара килӗштерсе пурӑнни, поэзи хавхаланӑвӗ те йӑлтах Изида ячӗпе...
Вӗсен ывӑлӗ Андрей Градов — Раҫҫейри паллӑ киноактер. Ача чухне ӑна Максимов-Кошкинскисем хӑйсен патӗнче курасшӑн пулнӑ, вӑл ытларах унта ҫитӗннӗ. Метрика кӗнеки ҫине те Андрее чӑваш тесе ҫыртарнӑ. А.Градов Мускаври Щукин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренее тухнӑ. Репетицисенче Андрей питӗ вӑр-вар пулнинчен преподавательсем тӗлӗннӗ. Артист тата режиссёр ӑсталӑхне вӑл ҫӑмӑллӑн вӗренни —Тани Юнпа И.Максимов-Кошкинский юнӗ унра чупнинче пулӗ. Андрей Градов чылай кинофильмра ӳкерӗннӗ, халӗ те ӑна час-часах рольсем сӗнеҫҫӗ: "Место встречи изменить нельзя" кинофильмра вӑл Тараскин рольне вылянӑ, "Берегите женщин" кинора — журналист, каярахпа "Ундина", "Черная богиня" сериалсенче вылять, тӗрлӗ рекламӑсенче ӳкерӗнет. Андрей пурӗ 100 ытла кинофильмра тӗрлӗ роль калӑпланӑ. Нумай ҫӗршывра гастрольте пулнӑ, ашшӗпе иккӗшӗ час-часах пӗрле тӗл пулусене кайнӑ. Шупашкара та сахал мар килнӗ.
— Пурнӑҫра вара вӑл питӗ лӑпкӑ, йӑваш та ырӑ кӑмӑллӑскер, — каласа парать вӗсен тӑванӗ Светлана Березкина, — илемлӗ арҫын, интеллигентлӑ, хӑйне тивӗҫлӗ тытма пултараканскер. Таньӑпа та, Андрейпе те хутшӑнса калаҫма яланах кӑмӑллӑ. Вӗсем чӑваш халӑхне яланах асра тытаҫҫӗ, хӑйсен кукамӑшӗ-кукашшӗне — Тани Юнпа И.Максимов-Кошкинские хисепленишӗн савӑнаҫҫӗ, хӑйсем вӗсен йӑхӗнчен пулнишӗн савӑнаҫҫӗ, чӑваш халӑхӗ вӗсене асра тытнипе мухтанаҫҫӗ. Ашшӗ, Петр Градов, вӗсене ҫак ҫыхӑнӑва малалла та аталантарма хушса хӑварнӑ. Ывӑлне халалласа, вӑл пӗчӗккӗ чухнех, ҫапла сӑвӑ йӗркисем ҫырнӑччӗ:
Сӗтел хушшинчен тухрӗ те ман ывӑлӑм,
симӗс куҫлӑ турӑ,
Ҫут тӗнчере никам та калайми
сӑмаха каларӗ.
Вӑл чаплӑ сӑмахсене чӑтма пултараймастчӗ —
тепӗр чухне питех те кутӑнччӗ.
Чи хаклӑ сӑмахне вара тӳрех каларӗ —
"Аттеҫӗм, эсӗ Таньӑпа иксӗмӗршӗн
анне те пулӑн", — терӗ.

Мӗн калас тенине каларӗ,
сӑмахсӑр та ӑнланмаллаччӗ.
Анчах та эп ача пек макӑртӑм —
Телейлӗ те, телейсӗр те ҫав самантра эп пултӑм.

Таня та пултаруллӑскер, Мускав патшалӑх кинематографипе театр искусствин институтне пӗтернӗ, искусствовед. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл "Операция-"Ы" и другие приключения Шурика" фильмра ӳкерӗннӗ: унта Шурик Таньӑна, ҫулталӑкри пӗчӗк хӗрачана пӳлӗмре йӑтса ҫӳрет Хальхи вӑхӑтра ашшӗн Петр Градовӑн тата кукамӑшӗпе кукашшӗн архив ӗҫӗсемпе ӗҫлет, йӗркене кӗртет, тӗрлӗ хуласенчи паллӑ ҫынсемпе нумай ҫыру ҫӳретет. Сӑвӑ та ҫырать. Упӑшкипе, Сергейпе, ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Ӑна кукашшӗ ятне панӑ — Петр Градов. Мӑнукӗ кукашшӗ ячӗпе Севастопольте теплоход пуррине те, унӑн Раҫҫейӗпех паллӑ "Легендарный Севастополь" гимнне те пӗлет, Максимов-Кошкинскисен еткерлӗхне малалла тӑсать. Искусствӑна парӑнса ӗҫленӗ ҫынсен ҫемйинче пултаруллӑ тепӗр ҫамрӑк ҫитӗнет. Уйӑн юнӗнче Тани Юн юнӗ чупать.
Петр Градов мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйӗн пурнӑҫне Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарнӑ, чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырӑсла куҫарнӑ, хӑех вуланӑ, Чӑваш радио фондне парнелесе хӑварнӑ. Унӑн ячӗ Максимов-Кошкинскисемпе пӗрле яланах чӑваш халӑх асӗнче те упранӗ. Вӑл ҫырнӑ нумай сӑвва композиторсем юрра хывнӑ, вӗсем Раҫҫей культурин ылтӑн фондне кӗнӗ — "Пропӗл гудок заводской", "Когда уходит женщина", "Вечерний вокзал" тата ытти те. Унӑн юррисем Л.Зыкина, И.Кобзон, Г.Отс, Л.Лещенко, Т.Шмыга репертуарӗнче сахал мар пулнӑ. П.Градов — темиҫе мюзикл тата 30 сӑвӑ кӗнеки авторӗ. Вӑл Раҫҫейри эстрада программисен тата уяв концерчӗсен сценарийӗсене хатӗрленӗ, Раҫҫейри тӗрлӗ облаҫсенче, наци республикисенче иртне драматургсен семинарӗсен ертӳҫи пулнӑ. Вӑлах Пӗтӗм Союзри 1968, 1970, 1973, 1977, 1999 ҫулсенчи тата Пӗтӗм Раҫҫейри ултӑ юрӑ конкурсӗсен лауреаче пулнӑ.
Светлана Березкина килӗнче Петр Градов ӑна парнелӗнӗ "Ты и море" кӗнеке упранать. Ӑна П. Градовӑн тӑванӗсем Светлана Ивановна унӑн еткерлӗхне тивӗҫлипе упраса-йӗркелесе пынӑшӑн парнеленӗ. Унта С. Островой поэт ҫырнӑ рецензире ҫапла каланӑ: "Эпӗ хамӑн тусӑмӑн пултарулӑх анлӑхӗнчен вӗҫсӗрех тӗлӗнетӗп". П. Градовӑн сӑввисенче ҫепӗҫ лирика та, кулӑш та, гражданла тема та пысӑк пӗлтерӗшлӗ:

Мухтав пусмипе хӑпарма сӗкӗнместӗп,
Килӗшет ытларах флейтӑпа параппан.
Поэзийӗм! Эп — сан салтаку, пӗлетӗп,
Майор та, сержант, ефрейтор пулман.

— Салтак? Епле-ха пӗр чапсӑр, хисепсӗр?
Илтетӗп эп йӗкӗлтемӗш ыйту.
Маншӑн ҫынлӑх хаклӑрах, илтсемӗр!
Вӑл - йапран ҫӗр хут ҫӳллӗ сӑрт-ту.

Ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн мӗн пур ыйтӑвне
Эпӗ пӗртен-пӗр унпа улӑштарӑттӑм —
Ҫынна ҫын пулнишӗн юрат этемле
Май пур таран пулӑш кӑштаххӑн.

Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ — Светлана Ивановна Березкина, Шупашкарта пурӑнаканскер, вӗсен ҫемйин пултарулӑх еткерлӗхне пирӗшти пек упраса пурӑнаканскер, ҫак материала хатӗрлеме нумай пулӑшрӗ. Вӑл пӗр самантлӑха та хӑйӗн таса тивӗҫне манмасть, Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинскисен вил тӑприне вӑтӑр ҫула яхӑн ӗнтӗ пӑхса тӑрать. Ҫав самантсенчен пӗринче ҫуралнӑ та унӑн Тани Юна халалланӑ сӑвви.

Юратнӑ Тани Юн актрисӑна халалласа

Инҫет ҫӑлтӑр ҫути
Ҫаплах-ха ҫунать.
Инкексен ахрӑмне
Сас парса тавӑрать.

Кинолента ҫинче
Эс ҫаплах ҫулӑм пек —
Юланутҫӑ-пике,
Куҫ хӳри — вӗлт ҫиҫет.

Чун пӑлханчӗ епле
Ҫав сӑна ас илсен.
Эс ҫаплах, ав, вӗҫен
Экранран — ӗмӗрсен ӗмӗтне.

/Сӑвӑсене автор куҫарнӑ/.

Ҫав вӑхӑтрах унра хӑйӗнче те искусство вучӗ тӗлкӗшет. Ахӑр, Тани Юн юнӗ канӑҫ памасть. Светлана сӑвӑсем ҫырать, кӗнеке валли хатӗрлет. Унӑн хӑш-пӗр саввине Басилий Керсен чӑвашла куҫарнӑ. Акӑ вӗсенчен пӗри:

Тӗлӗкӗмре

Тӗлӗкӗмре паян мана
Шур парӑс евӗр курӑнатӑн.
Тӗлӗкӗмре санпа пӗрле
Ҫула тухмашкӑн туртӑнтӑм.
Телӗкӗмре эс пӑшӑлтатнӑччӗ.
Тӗлӗкӗмре телей енне
Пӗрле ишме те тухрӑмӑр.
Йӑлт урӑхла-ҫке пурнӑҫра —
Хӑпмасть инкек те тунсӑхӑм.

Людмила САЧКОВА.
«Хыпар», 2006, ака, 12>>


 
Категорисем: Тани Юн
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-05 17:20:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7064 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем